Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Авшак Элмен

Авшак Элмен (выр. Альменево) — Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районӗнчи ял. Ярмушка ял тӑрӑхӗ йышне кӗрет.

Географийӗ

Ял Чӑваш Ен варринче Шупашкартан — 69 км, район центрӗнчен Вӑрнар поселокӗнчен — 28–29 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗнчен 28 км аякра вырнаҫнӑ.

Историйӗ

Ял XVII ӗмӗртенпе паллӑ. Ялӑн историри ячӗ — Богородски (ҫавӑн пекех Элмен). «Авшак Элмен» чӑваш ятне пӗрремӗш куҫса килнӗ Элмен ячӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ, вӑл каярах Элмен-Сунар ялне никӗсленӗ. Ҫынсем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Вӗсем ытларах ҫӗрпе ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ тата промысласемпе аппаланнӑ.

Ялта Хусан Турӑ Амӑшӗн храмӗ ӗҫленӗ (1781 ҫултан пуҫласа — 1930 ҫулччен). XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче поташ завочӗ, шыв арманӗпе ҫил арманӗ ӗҫленӗ. 1884 ҫулта — пӗр класлӑ чиркӳ-прихут шкулӗ, 1899 ҫулта хӗрарӑмсен шкулӗ уҫӑлнӑ.

1930 ҫулта «Трактор» колхоз йӗркеленнӗ. Администраци енӗпе ял XVIII ӗмӗр вӗҫӗнчен 1927 ҫулччен — Етӗрне уесӗн Асакасси вулӑсӗ йышне, унтан 1927–1939 ҫулсенче тата 1956 ҫултанпа — Вӑрнар районне, 1939–1956 ҫулсенче Калинин районне кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 194 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 94-шӗ арҫын, 100-шӗ хӗрарӑм. 2012 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, 225 ҫын пулнӑ. Кайранхи даннӑйсем тӑрӑх, халӑх йышӗ 138 ҫын шуланнӑ. Ытларахӑшӗ — чӑвашсем, 2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тарӑх, 97%.

Ҫулсемпе халӑх йышӗ улшӑнни:

  • 1781–1782 ҫулсем — 288 арҫын;
  • 1795 ҫул — 20 кил;
  • 1859 ҫул — 46 кил, 134 арҫын, 117 хӗрарӑм;
  • 1897 ҫул — 217 арҫын, 210 хӗрарӑм;
  • 1906 ҫул — 94 кил, 248 арҫын, 216 хӗрарӑм;
  • 1926 ҫул — 120 кил, 287 арҫын, 326 хӗрарӑм;
  • 1939 ҫул — 269 арҫын, 360 хӗрарӑм;
  • 1979 ҫул — 176 арҫын, 238 хӗрарӑм;
  • 2002 ҫул — 95 кил, 253 ҫын, вӗсенчен 116-шӗ арҫын, 137-шӗ хӗрарӑм;
  • 2010 ҫул — 75 харпӑр хуҫалӑх, 194 ҫын, вӗсенчен 94-шӗ арҫын, 100-шӗ хӗрарӑм.

Паллӑ ҫыннисем

Инфраструктура

2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, клуб тата лавкка ӗҫленӗ.

Экономика

Экономика никӗсӗ — ял хуҫалӑх производстви. «Гвардеец» агрофирма ӗҫлет (2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх).


 
Категорисем: Авшак Элмен
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-28 20:56:23 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 18 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем